Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӗҫ вырӑнӗсем

Политика
stroyfak.chuvsu.ru сӑнӳкерчӗкӗ
stroyfak.chuvsu.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ пулма Алёна Протасевича ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ҫӗртмен 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Алёна Протасевича Чӑваш Республикин строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ – тӗп архитектор пулма лартнӑ.

Маларах ҫав должноҫе Александр Шевлягин йышӑннӑ. Ӑна ҫав тивӗҫрен кӑҫалхи ака уйӑхн 6-мӗшӗнче хӑтарнӑ.

Строительство министрӗн хальхи вӑхӑтра виҫӗ ҫум: Владимир Максимов (пӗрремӗ ҫум), Михаил Коледа тата Алёна Протасевич.

Алёна Протасевич 2008 ҫулта Хусанти патшалӑхӑн архитектурӑпа строительство университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл Шупашкарти «Сугутка» микрорайонне, Короленко урамӗнчи «Виҫӗ пӑхаттир» ҫурт-йӗр комплексне планлама хутшӑннӑ.

 

Политика

«Чӑваш Республикин промышленность аталанӑвӗн тата инвестици ӗҫӗ-хӗлӗн фончӗ» автономи учрежденийӗн ертӳҫине ӗҫрен кӑларнӑ. Пуҫлӑх пуканне

Александр Спиридонов ҫухатнӑ. Ҫавӑн пек хушӑва республикӑн Элтеперӗ, вӑлах Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Александр Витальевича фонд ертӳҫи пулма пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче шаннӑ. 2020 ҫулхи ака уйӑхӗнчен ӑна Чӑваш Енӗн аталану корпорацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине тыттарнӑ, кайран ку организаци Аталану фончӗн йышне кӗнӗ.

 

Политика

Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчин ҫумне Александр Граблюка ӗҫрен кӑларнӑ.

Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчин ҫумӗ пулма ӑна 2018 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче шаннӑччӗ. Асӑннӑ хута Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑччӗ.

2018 ҫулта Юрий Акиньшин полпреда ӗҫрен кӑларсан ҫак тивӗҫе вӑхӑтлӑха Александр Граблюк пурнӑҫланӑччӗ. Паян, ав, вӑл ку тивӗҫе пурнӑҫлама пӑрахнӑ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян Чӑваш кӗнеке издательствине кам ертсе пырассине пӗлтернӗ. Вӑл унччен ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ пулнӑ Александр Иванов. Унччен Патшалӑх Канашӗн Аппаратӗнче, Элтепер Администрацийӗнче ӗҫленӗ.

Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Светлана Каликова Культура министерствине ӗҫлеме кайнӑ, халь вӑл ку ведомствӑна ертсе пырать. Конкурс иртесси пирки кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче пӗлтернӗ. Пуш уйӑхӗнче комисси Александр Иванова суйланӑ. Акан 8-мӗшӗнчен вӑл – Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп директорӗ. Анчах кун пирки МИХсем ытлах шавланманччӗ.

Сӑмах май, Александр Иванов 65 ҫулта.

 

Политика
colta.ru сайтри сӑн
colta.ru сайтри сӑн

Чӑваш наци телерадиокомпанине НТВ каналта ӗҫленӗ журналист ертсе пырӗ. Хальлӗхе вӑл ертӳҫӗ тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан ҫеҫ, ҫапах ӗҫ коллективне унпа паллаштарнӑ.

Чӑннипе, Светлана Губанова пирки информаци сахал. Вӑл НТВ журналисчӗ пулнӑ, «Професси – репортер» ярӑмпа килӗшӳллӗн 2014 ҫулта икӗ документлӑ фильм хатӗрленӗ: 13 друзей хунты» тата «Еще 17 друзей хунты».

Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Вадим Ефимова ку должноҫерн кӑларнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр арҫын Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцине ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленнӗ. Пули-пулми илес ҫук тесе шухӑшланӑран ултавҫӑ-хӗрарӑм капкӑнне ҫакланнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗнпе паллаштарнӑ чухне автоинспекцире тӑрӑшатӑп тесе тыттарнӑ. Ҫынна пулӑшма килӗшенҫи пулнӑ вӑл.

Арҫынран вӑл 21 пин тенкӗ ыйтнӑ. Ара, тӑкӑксӑр май ҫук: судпа айӑпланманни ҫинчен справка тутармалла, медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухмалла, ӗҫре кирлӗ тумтире туянмалла, ШӖМӗн Чулхулари академийӗнче вӗренмелле.

Чӑннипе хӗрарӑм ҫынсене унччен те пӗрре кӑна мар улталаннӑ иккен. Халӗ ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе явап тыттарӗҫ. Ҫынна улталанӑшӑн 5 ҫул таран хупса хума пултараҫҫӗ.

 

Политика

Кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа нумай функциллӗ центр директорӗн тивӗҫӗсене Михаил Анисимов пурнӑҫлама тытӑннӑ. Аса илтерер: унччен вӑл, 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлаччен, информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ пулнӑ. Маларах министр ҫумӗн должноҫӗнче ӗҫленӗ.

ЧР Министрсен Кабинечӗ Михаил Анисимова должноҫре ҫирӗплетнӗ. Ҫапла вӑл ку пукана официаллӑ майпа йышӑннӑ. Михаил Владимирович И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУна математика тата информатикӑпа шутлав техники енӗпе пӗтернӗ. Вӑл – педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.

 

Республикӑра

Пирӗн республикӑри предприяти-организацие ӗҫ профессиллӗ специалистсем питех те кирлӗ. Ҫакӑнта слесарьсене, ҫӗвӗҫсене, парикмахерсене тата поварсене асӑнмалла. Ӗҫпе тивӗҫтерекенсем ун пек кашни специальность пуҫне вӑтамран 600 ваканси сӗнеҫҫӗ.

Савутсенче сварщиксем ҫитменнипе аптӑраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ун пеккисем 250 ҫын кирлӗ. Республикӑн ӗҫлӗх служби ҫынсене сварщика вӗренме ярать. Професси пӗлӗвне Алла илмелли вӗрентӗве «WorldSkills» организацире йӗркеленӗ. Сварщиксем, сӑмахран, «Промтрактор» савута та кирлӗ. Ҫамрӑк специалистсене асӑннӑ савут хӑй те вӗрентсе хатӗрлет.

 

Республикӑра
Пенси фончӗн Инстаграмри сӑнӗ
Пенси фончӗн Инстаграмри сӑнӗ

65 ҫулти Роза Кондратьева Пенси фондне 25 ҫула яхӑн ертсе пынӑ. Ӗнер вӑл тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Роза Алексеевнӑна пенсие тухиччен «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.

Палӑртмалла: Роза Кондратьева Вӑрнар районӗчи Мӑн Явӑш ялӗнче 1955 ҫулта ҫуралнӑ. 1997 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн управляющине лартнӑ.

Хальхи вахӑтра Пенси фончӗн управляющин тивӗҫӗсене Валерий Николаев пурнӑҫлать.

 

Политика

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн директорне Вадим Ефимова ӗҫрен кӑларасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Палӑртмалла: 47 ҫултискер ку должноҫре 2 ҫул ӗҫлерӗ. Ӑна директора 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ҫирӗплетнӗ.

Вадми Ефимов тӗрлӗ ҫулта Вырӑс драма театрне, Чӑваш драма театрне ертсе пынӑ, унтан Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе тата обществӑпа ҫыхӑнса ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. 2012-2015 ҫулсенче ЧР Культура министерствине ертсе пынӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, [45], 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, ... 127
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 12

1907
118
Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
107
Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ.
1920
105
Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.
1928
97
Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть